Пресс-центр

Отзыв Раисы Отяковой, отдыхающей по индивидуальной программе реабилитации для старшего поколения в Республиканском санатории "Лесная сказка"

Раиса Васильевна отдыхала в нашем санатори 12 раз. В благодарность она посвятила нам стихи.

 

«Вăрманти юмах»

 

Автобус çул  çинчен-

Сылтăма пăрăнсан,

Час çитерет вăрмана –

Пире кĕтекен юмаха.

 

Мĕн пек ырă, таса сывлăх

Хыр-чăрăш, юман, хурăн, çăка.

Лăпкă çил юххи савса

Ăшшăн ачашлать чуна.

Маттур пуçлăх – юмах хуçи Елена йертеçĕ

Çирĕп  çупăрласа хăйĕн аллипе

Пухнă пархатарлă пысăк çемье

Ĕçчен, хитре чăваш пикисене.

 

Чĕкеç чĕлхипе калаçаççĕ вĕсем

Ватăсене имлеççĕ-сиплеççĕ

Пуç тӳпинчен пуçласа

Ура тупине çитиччен.

 

Мĕншĕн килес мар кунта,

Сывлăх шайне ӳстерме

Пĕр-пĕринпе курнăçса

Шăкăл – шăкăл калаçма.

 

Мĕнле ырă пурăнăç

Çирĕп сывлăх пултăр пурин те

Паян киле кайма вăхăт çитсен

Ыран килмелле пултăр юмаха каялла.

 

Сăвă çырма шутламан

Эпĕ нихăçан

Ырă шухăшсем çуралман

Кунта киличчен.

 

Хамран хам тĕлĕнетĕп

Вăрманти юмахра

12 хут канатăп

Чун-чĕререн савăнса.

 

Çиçĕм çиçнĕ пек,

Хĕвел хĕртнĕ пек

Çӳлти çут çăлтăр

Савса пăхнă пек

Туйăнчĕç кунсем, çĕрсем.

 

Çутă уйăх çутатать

Тĕттĕм  вăрмана

Епле питĕ лайăхчĕ

Санпа кунта тĕл пулма.

 

Ура çине харăс тăрса

Тав куркине çĕклер-и?

Пĕр-пĕрне курас тесен

Татах тепре килер-и?

 

Пĕрлĕхе туять савсан чĕре

Ăнланса пĕр кĕвĕпе тапсан.

Пурăнма та пит аван

Юрату çула уçса пырсан.

 

«Вăрманти юмах» - чăн-чăн юмах,

«Вăрманти юмах» - вăл савăнăç,

«Вăрманти юмах» - вăл тулли телей,

«Вăрманти юмах» -тĕлпулу,

«Вăрманти юмах» - эсĕ çиреп сывлăх,

«Вăрманти юмах» - эсĕ хĕрӳллĕ юрату.

Пĕр сăмахпа каласан – эсĕ савăк пурăнăç.